3567 | Ирӗксӗр ҫитерсен пыл та тутлӑ мар. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3568 | Ирӗксӗрлӗхрен инкек ҫуралать. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3967 | Ирсӗр ӗҫӗн шӑпи тулать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
3762 | Кампа шуралнӑ — унпа хуралма каланӑ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3763 | Кашни япалан хӑйӗн ӗмӗрӗ пур. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3968 | Кӑмӑла кора Тор парать. | Шӑпа — Тӑрӑшу |
3764 | Кӗтмен вилӗм кӗтнӗ вилӗмрен ырӑрах. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3765 | Кивӗ ҫынтан ҫӗнӗ ҫын тума хӗн, вилнӗ ҫынна ҫӑва ҫинчен каялла тавӑрмаҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3569 | Ку тӗнчере пурне те ирӗк панӑ. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3766 | Ку тӗнчере эпӗр хӑналӑх кӑна. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3768 | Куллен пурӑн — хуллен пурӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3767 | Куллен-кун пурнас ӗмӗр чакса пырать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3769 | Куна каҫ пулсан мухта, ӗмӗре — ватӑлсан теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3770 | Кунне кун ҫук, киревсӗре вилӗм ҫук теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3771 | Кунта хурлӑх кураччен луччӗ вилес. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3570 | Курассине курасах пулать. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3571 | Курассине курмасӑр хура ҫӗре кӗреймӗн. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3572 | Курассине курса пӗтермесӗр вилсе выртаймӑн. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3573 | Курассинчен иртме ҫук. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3574 | Курассинчен Курмилле те иртеймен. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3575 | Курма пулнӑ — курас пулать, тӳсме пулнӑ — тӳсес пулать. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3576 | Курмӑш хушнине курасах пулать. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3577 | Курнине тепӗр хут курма ҫук, курассинчен иртме ҫук. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3772 | Кутӑн кайнӑ пурнӑҫа пуҫӑн туса хума ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3773 | Лайӑх ҫынсен ӗмӗрӗ яланах кӗске. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3774 | Лачакари каска ҫӗрнӗ, тип ҫӗрти ҫӗр ҫул пурӑннӑ теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3578 | Мӗн кирлӗ, ҫавӑ хаклӑ теҫҫӗ. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3579 | Мӗн пуласси пулӗ, мӗн килесси килӗ. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3580 | Мӗн пулассинчен иртме ҫук. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3582 | Мӗн пулать те мӗн килет — пурте Пӳлӗхҫӗрен килет. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3581 | Мӗн пулать те мӗн килет. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3583 | Мӗн пулнине куртӑмӑр, пулассине курӑпӑр. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3584 | Мӗн пулсан пулать, ҫырнине тӳсес пулать. | Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх |
3775 | Мӗн пурӑнни, ҫӑкӑр ҫӑтни ҫеҫ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3776 | Мӗнле пурӑнмалла, вилсен мӗн ҫимелле? | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3777 | Начар кӑна пурнӑҫ та вилӗмрен ӑванрах. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3780 | Никам та икӗ ӗмер тытаймасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3778 | Нумай пурӑнатӑн — нумай куратӑн. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3779 | Нумай ҫывӑрман ҫын нумай пурнать тет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3781 | Паян пур та ыран ҫук, пире ним те кирлӗ мар. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3782 | Паян ура ҫинче, ыран шӑтӑкра теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3783 | Пӗлмесен пурӑнма ҫӑмӑл. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3784 | Пӗлсе пурӑнас пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3786 | Пӗр вӗренсен тамӑкра та ҫӑтмах. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3785 | Пӗр ӗмӗр кунта та, ҫӗр ӗмӗр лере. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3787 | Пӗр пек пурӑннине нимӗн те ҫитмест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3790 | Пӗр пурнӑҫӑн пӗр вилӗм. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3791 | Пӗр ҫуралнине виличчен пурнасах пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3792 | Пӗр такӑна пуҫласан пурнӑҫ ӑнмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3793 | Пӗр хӑрнӑ пурнӑҫа юсама хӗн теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |